Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗрпӳ районӗ

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ҫӑлавҫӑсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче ҫунакан типӗ курӑка сӳнтернӗ. Ҫулӑм промзонӑра алхаснӑ. Ҫӑлавҫӑсем унта 14 сехетре ҫитнӗ, 100 тӑваткал метр ҫинчи ҫулӑма сӳнтернӗ.

Паян Ҫӗрпӳ районӗнче те типӗ курӑк ҫуннӑ. Унта 500 тӑваткал метра ҫӗре ярса илнӗ.

Тунтикун пушарнӑйсен Шупашкар районӗнче ҫулӑмпа кӗрешме тивнӗ. Унта икӗ вырӑнта типӗ курӑк ҫуннӑ. Пӗтӗмпе – 1 гектар ҫинче.

Ҫуркунне пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ 20 тӗслӗх пулнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи
cap.ru сайтран илнӗ сӑн
cap.ru сайтран илнӗ сӑн

Ҫӗрпӳ районӗнчи ял тӑрӑхӗсен тӗп вулавӑшӗнче ӗнер «Родной язык — отца и матери язык» (чӑв. «Тӑван чӗлхе — атте-анне чӗлхи») ҫавра сӗтел иртнӗ. Мероприятие чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» район хаҫачӗн корреспонденчӗсем, библиотекарьсем, ҫавӑн пекех шкул вӗренекенӗсем хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех ҫавра сӗтелте ҫыравҫӑ, поэт тата таврапӗлӳҫӗ, Ҫӗрпӳ районӗн Хисеп гражданинӗ Александр Ильин пулнӑ.

Ҫавра сӗтеле вулавӑш директорӗ Светлана Смирнова уҫнӑ. Мероприятин ытларах пайне Александр Моисеевич Ильинпа ирттернӗ калаҫу йышӑннӑ. Хутшӑнакансене унӑн пӗрремӗш кӗнеки мӗнле ятпа тухни, пултарулӑх анинчи йывӑрлӑхсем тата ытти те кӑсӑклантарнӑ.

Ҫавра сӗтел хыҫҫӑн хутшӑнакансем «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» кӗнеке куравӗпе паллашнӑ.

 

Республикӑра
Надежда Протолионова. cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсем
Надежда Протолионова. cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсем

Шупашкар хулинче пурӑнакан Надежда Протолионова тивӗҫлӗ канӑва тухса хӑйӗн чун киленӗҫӗпе — тӗрӗ тӗрлессипе тата чӑваш тумне хатӗрлессипе — ҫине тӑрсах аппаланма тытӑннӑ.

Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, артист пулма ӗмӗтленнӗ хӗрарӑм фельдшер пулса 41 ҫул ӗҫленӗ.

24 ҫулта чухне вӑл туя кайма тесе хушпу хӑй аллипе ӑсталанӑ. Кайран та ал ӗҫӗпе аппаланма хӑтланнӑ-ха, анчах вӑхӑт хӗсӗкки кансӗрленӗ. Паян тивӗҫлӗ канура та ан ӳркен кӑна — тем туса та ӗлкӗрӗн.

Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра ҫӳренӗ май Надежда Аркадьевна унта та ал ӗҫӗпе аппаланать, социаллӑ учрежденири «Калинушка» хорта юрлать, центрта ӗҫлекен сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыракансен клубне ҫӳрет.

 

Ҫутҫанталӑк
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнче ҫӳп-ҫап полигонӗ ҫуннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫулӑма ҫийӗнчех сӳнтернӗ пулин те полигонта тӗтӗмпе йӑсӑрланма часах пӑрахман.

Вут-ҫулӑм тухнин сӑлтавне прокуратура ҫеҫ мар, Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви, Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗсленӗ.

Полигоншӗн яваплӑ «Мой Дом» общество кирлӗ пек ӗҫлесе ҫитерейменни ҫиеле тухнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи прокуратура организаци тӗлӗшпе черетлӗ хутчен административлӑ ӗҫ пуҫарасшӑн.

 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнче паян ҫӳп-ҫап полигонӗ ҫунма тытӑннӑ. Унтан-кунтан тухнӑ ҫулӑма ҫийӗнчех сӳнтернӗ. Анчах полигон тӗтӗмпе йӑсӑрланса выртать.

Кун тӗлӗшпе Чӑваш Ен прокуратури тӗрӗслев ирттерет. Ҫӳп-ҫап купине тивӗҫлипе пӑхса тӑманшӑн ведомство «Манӑн ҫурт» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Халӗ административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.

Сӑмах май, пӗлтӗр ку организацие 250 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.

 

Ӳнер

Чӑваш Республикинчи Раҫҫей УФСИНӗн 2-мӗш юсантару колонийӗ айӑпа кӗнӗ хӗрарӑмсен пултарулӑхне аталантарасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, сӑнарлӑ тата декоративлӑ прикладной пултарулӑхӗн куравӗсене тӑтӑшах ирттереҫҫӗ, чи лайӑх ӗҫсене тӗрлӗ регионта ирттерекен тата регионсен хушшинчи конкурссене хутшӑнма яраҫҫӗ. Учрежденире ирттерекен мероприятисене те анлӑх хутшӑнаҫҫӗ, тӗслӗхрен, пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «Весенняя капель» (чӑв. «Ҫурхи тумлам») картинӑсен курав-конкурсӗ иртнӗ.

Куравра ҫупа, акварельпе, акриллӑ сӑрӑсемпе ӳкернӗ пейзажсене, ҫавӑн пекех фольклор темипе ҫырнӑ зарисовкӑсене, пысӑках мар этюдсемпе картинӑсем — вӗсене хатӗрлеме уйӑха кая мар вӑй хунӑ — вырнаҫтарнӑ. Картинӑсем сюжетпа шухӑш-кӑмӑл енчен тӗрлӗрен.

Отрядсенче хӑйсен ӳнер ӑсталӑх лаҫҫисене тата пултарулӑх енӗпе ӗҫлемелли пӳлӗмӗсем хатӗрлеҫҫӗ, ҫамрӑк художниксем валли кӑларакан журналсем ҫырӑнса илеҫҫӗ, киҫтӗке е кӑранташа алла ҫирӗп тытакансем валли вара ӳнерпе ҫыхӑннӑ пӗчӗк мар кӗнеке ҫӳлӗкӗ те пур.

 

Республикӑра

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче федераци специалисчӗсем, муниципалитет тата республика тӳри-шари района цифрӑласси пирки калаҫнӑ.

Мӗне пӗлтерет ку? Районта ИТ-классем уҫӗҫ, информаци тытӑмӗсене пурнӑҫа кӗртме тытӑнӗҫ, перекетлӗ производствӑсем шутласа кӑларӗҫ тата ытти те. Хальлӗхе тӗплӗ план ҫук, ӑна хатӗрлеҫҫӗ.

Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер хальхи пурнӑҫра "цифрӑсӑр" май ҫуккине, хӑйсен районне сӑнав проекчӗ вырӑнне йышӑннӑшӑн савӑннине палӑртнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакансенчен пӗр пайне муниципалитетсенче епле ӗҫлени тивӗҫтермест.

Виҫӗ районта тата пӗр хулара: Вӑрнар, Муркаш, Ҫӗрпӳ районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта — сӑнавлӑ майпа инвестици профилӗсене хатӗрленӗ. Ҫавна май халӑхра ыйтӑм йӗркеленӗ. «Что жители больше всего ценят в своих муниципальных образованиях?» (чӑв. Хӑйсен муниципалитет пӗрлешӗвӗсенче ҫынсем пуринчен ытла мӗне хаклаҫҫӗ) ыйтӑва хуравлакансенчен час-часах тӗл пулакан хурав ҫапларах янӑранӑ: «НИМЕ ТЕ».

«Ку вӑл пире шухӑша ямалли тата хамӑр стратегие юсамалли сӑлтав. Енчен эпир мӗн пуррине хакламастпӑр, ӑнланмастпӑр пулсан, эпир малалла каяймӑпӑр». Ҫапларах шухӑшлать республика Элтеперӗ. Кун пирки Олег Николаев Инвестици тата предпринимательлӗх хастарлӑхне сарассипе ӗҫлекен республикӑри координаци канашӗн ларӑвӗнче палӑртса хӑварнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Апакасси ял тӑрӑхӗнче мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне уҫнӑ. Ҫулталӑка уҫнӑ май электронлӑ хӑтлав кӑтартнӑ, кӗнеке куравне хатӗрленӗ, ял тӑрӑхӗнче ӳссе ҫитӗннӗ ҫак уйӑхри юбилярсене аса илнӗ.

Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакасси тӑрӑхӗ хӑйӗн ҫӗрӗ ҫинче ҫак паллӑ ҫынсене ӳстернӗ. Вӗсем — тӗрлӗ енпе палӑрнӑ Вениамин Михайлов механизатор, пӗтӗм халӑх кӑмӑллакан педагог Антонина Емельянова, Тептикассинчи ЧАССР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Ксенофонт Трофимов. Мероприяти вӑхӑтӗнче Емельяновсемпе Трофимовсен ҫемье архивӗнчи материалсем халӑха самай кӑсӑклантарнӑ.

 

Ҫурт-йӗр

Чӑваш Енре премьер-министра тата министрсене хваттер тара илсе пурӑннин тӑкакне хыснаран саплаштарӗҫ. Ҫавӑн пек йышӑну проектне Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ хатӗрленӗ.

Ҫӗнӗ йӗрке Министрсен Кабинечӗн Председательне, премьер-министрӑн ҫумӗсене, министрсене, Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫине, Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Енӗн полпредне пырса тивӗ. Вӗсене тӑкака патшалӑх должноҫӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра саплаштармалла.

Хваттер тара илсе пурӑнас, ҫавӑншӑн хыснаран укҫа илес текен тӳре-шаран социаллӑ килӗшӳ мелӗпе е харпӑрлӑхри ҫурт-йӗр пуррипе ҫуккине шута илӗҫ. Асӑннӑ пурлӑх Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар, ӗнтӗрвӑрри, Муркаш тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пулсан тара илнин тӑкакне спалаштармӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, ... 83
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 17

1927
97
Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1949
75
Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем